Ezra.6.10; 1Tim.3.4
1Tim.5.4; 1Tim.1.1
1Tim.4.10; Ezek.18.23; Ezek.18.32; 2Tim.3.7; 2Tim.2.25; Titus.1.1; Heb.10.26
Gal.3.20
Matt.20.28; 1Cor.1.6; 1Tim.6.15; Titus.1.3; Gal.4.4
1Tim.1.11; Eph.3.7-Eph.3.8; 2Tim.1.11; Rom.9.1; Acts.9.15
John.4.21; Ps.62.5; Ps.118.48; Isa.1.15; Job.17.9; Ps.23.4
1Pet.3.3; Isa.3.18-Isa.3.22
1Pet.3.4
Titus.2.5
1Cor.14.34
Gen.1.27; Gen.2.8; Gen.2.18; Gen.2.22
Gen.3.6; Gen.3.13
Gal.4.4; 1Tim.1.14
Чӑвашла
http://ibt.org.ru/bible
Иисус Христос Хуҫамӑр Иисус Христос Хуҫамӑр тунӑ Ҫӗнӗ Килӗшӳ.
Ҫӗнӗ Халал
Хальхи чӑваш литература чӗлхине куҫарнӑ
Куҫаруҫи: П. Яковлев
Турсӑмахлӑх редакторӗсем: Н. Мовлева, Р. тата Т. Гонсалессем, Е. Коляда
Сӑмахлӑх редакторӗсем: А. Дмитриев, П. Димитриев
Тест ирттерекенсем: З. Петрова, Н. Ильина
Консультантсем: прот. С. Овсянников, А. Десницкий, $Дж. Клифтон
Хӑвӑр шухӑша ҫак$адреспа пӗлтерӗр:
ibt_inform@ibt.org.ru
Horace Knowles © The British & Foreign Bible Society, 1954, 1967, 1972
© United Bible Societies, 1994
© Palphot, Herzlia, Israel
© Pictorial Archive Near Eastern History, est., Israel
All rights reserved.
ISBN 978-5-93943-122-4



Copyrighted: © Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Москва, 2009

Библи куҫарӑвӗн институчӗ
Институт перевода Библии, 101000 Москва, Главпочтамт, а/я 360
ibt_inform@ibt.org.ru
back
close
:
prev / next

Кӗлтума вӗрентни

1 Чи малтанах эпӗ сана ҫакна каласшӑн: мӗн пур ҫынсемшӗн Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, йӑлӑнӑр, тав тӑвӑр.
2 Хамӑрӑн лӑпкӑн та канӑҫлӑн, Турра хисеплесе, тасан пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе, патшасемшӗн те, мӗн пур пуҫлӑхсемшӗн те кӗлтӑвӑр.3 Ҫапла туни Турӑшӑн, Ҫӑлаканӑмӑршӑн аван, юрӑхлӑ.4 Турӑ мӗн пур ҫын ҫӑлӑнтӑр, чӑнлӑха пӗлсе ҫиттӗр тет.5 Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре.6 Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине7 ытти халӑхсем хушшине сармашкӑн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол пулма суйланӑ. Эпӗ суймастӑп, Христос умӗнче чӑннине калатӑп! Мана Турра пӗлмен халӑхсене чӑнлӑхпа ӗненӳ ҫинчен каласа вӗрентме суйланӑ.
8 Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп.9 Тата хӗрарӑмсем те тирпейлӗ тумтирпе ҫӳреччӗр, вӑтанма, таса шухӑшлӑ пулма пӗлччӗр. Ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатас, ылтӑнпа тата ӗнчӗпе илемленес, чаплӑ тум тӑхӑнас вырӑнне10 ырӑ ӗҫ туса палӑрччӑр. Турра хисеплекен хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та.11 Ӳкӗтсене хӗрарӑм пӗр сӑмахсӑр, хирӗҫлемесӗр итлетӗр.12 Хӗрарӑм арҫынна ан вӗренттӗр, унпа ан хуҫалантӑр, чӗнмесӗр тӑтӑр.13 Ҫакна эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Турӑ малтан Адама пултарнӑ, кайран – Евӑна.14 Адам хӑй улталанман, хӗрарӑм, илӗртӗнсе, ҫылӑха кӗнӗ.15 Анчах та хӗрарӑм ача ҫуратса ӳстерсе ҫӑлӑнма пултарать. Паллах, ҫӑлӑнас тесессӗн унӑн ӗненсе, юратса, таса, виҫине пӗлсе пурӑнмалла.
prev / next