Ум сӑмах
Ум сӑмах
Сирӗн алӑра – Ҫӗнӗ
Халалӑн чӑвашла ҫӗнӗ куҫарӑвӗ. Паянхи кунчченех чи нумай ҫын вулакан Кӗнекесен Кӗнеки – Библи – Ҫӗнӗ Халалпа Авалхи Халал пайсенчен тӑрать.
Ҫӗнӗ Халала 27 кӗнеке кӗрет. Вӑл историллӗ текен пайпа – тӑватӑ кӗнекерен тӑракан
Евангелипе – пуҫланать. Грекларан куҫарсан «Евангелие» тени «Ырӑ Хыпар» тени пулать. Шӑпах ҫапла ят панӑ та Хӑйӗн вӗрентӗвне Турӑ Суйласа илнӗ Иисус
Христос. Вӑл этемлӗхе
ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ. Ырӑ Хыпарта Унӑн ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, – Ҫурални тата Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗпе Вӑл тунӑ хӑватсем ҫинчен, Унӑн вилӗмӗпе Вӑл чӗрӗлсе тӑни ҫинчен. Тӑватӑ Евангели те ҫак ӗҫ-пуҫсене тӗрлӗ енчен ҫутатса параҫҫӗ, Христос вӗрентӗвӗн тӗшшине лайӑхрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Ырӑ Хыпарӑн авторӗсем Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫак ӗҫ-пуҫсене куҫӑн куракансем пулнӑ, Матфейпа Иоанн Христосӑн вун икӗ вӗренекенӗ шутне кӗнӗ; Лукапа Марк вара
апостол тивӗҫӗсене каярахпа туса пыма пуҫланӑ. Иисус Христос ҫинчен мӗн-мӗн паллӑ пулнине туллин те хронологи йӗркипе ҫырса парса евангелистсем Унӑн вӗрентӗвне истори тӗлӗшӗнчен ҫирӗп сӑлтавланӑ.
Иисус Христос ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар мӗнле сарӑлни пирки Ҫӗнӗ Халалӑн тепӗр кӗнеки – Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗ – каласа парать. Тӗрӗссипе, вӑл тӑватӑ Евангелин малалли пайӗ пулса тӑрать. Ку кӗнеке Христос тӳпене ҫӗкленнипе пуҫланать те
Аллӑмӗш кун уявӗнче апостолсем ҫине
Святой Сывлӑш анни Христос Чиркӗвне никӗслес ӗҫре юлашки чул хунипе пӗр пулни ҫинчен каласа парать. Кунтах эпир тӗрлӗ хуласемпе ҫӗр-шывсенче Христоса ӗненессин вӑрлӑхне акакан апостолсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Христианлӑхӑн малтанхи ҫулӗсенче пулса иртнӗ ӗҫсене сӑнласа панӑран ку кӗнеке уйрӑммӑнах истори тӗлӗшӗнчен паха. Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗ кӗнеке авторӗ – Лука евангелист.
Ҫӗнӗ Халала апостолсен ҫырӑвӗсем те кӗреҫҫӗ, пурӗ 21 ҫыру, вӗсенчен ытларахӑшне (14) Павел апостол ҫырнӑ. «Мӗн пур ӗненекенсем патне янисем» текен тепӗр ҫиччӗшне тӗрлӗ апостолсем ҫырнӑ: иккӗшне – Петр апостол, виҫҫӗшне – Иоанн апостол,
Иаков апостолпа
Иуда апостол пӗрер ҫырнӑ. Кашни ҫырӑвӗнчех ӑна кам патне ҫырнине кӑтартнӑ, ҫырусене христиансен ушкӑнӗсене е уйрӑм ҫын патне янӑ. Ҫырусенче христианлӑх ӗненӗвӗпе пурӑнӑҫӗн тӗрлӗ ыйтӑвӗсене хускатнӑ – кунта турсӑмахлӑх ыйтӑвӗсем те, кулленхи пурӑнӑҫ ыйтӑвӗсем те пур – вӗсенче усӑллӑ канашсемпе ӳкӗтсем те тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтри ӗненекенсене, христианлӑх пурӑнӑҫӗн опычӗ питӗ сахал пулнӑ пирки, апостолсен ӑслӑ сӑмахӗ питех те кирлӗ пулнӑ. Унтанпа икӗ пин ҫула яхӑн иртнӗ пулин те, паянхи кун та Ҫырусенче каланисем кивелмен, вӗсем хальхи саманара пурӑнакансене те нумай вӗрентме пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Халалӑн юлашки кӗнеки – Турӑ
сӑваплӑ Иоанн Турсӑмахҫӑна малашнехине уҫса пани (грекла «Апокалипсис») –
пророкла кӗнеке. Ӑна вулама ансат мар, ку кӗнекере сӑнарсем йышлӑ, вӗсем урлӑ этемлӗх историйӗнчи Турӑ пуррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ; тӗнчене Турӑ суд тӑвасси ҫинчен, юлашки кунсенче Христос Чиркӗвӗн шӑпи епле пуласси ҫинчен каласа панӑ. Апокалипсис кӗнекен авторӗ – Иоанн Турсӑмахҫӑ апостол, вӑлах Евангелисенчен пӗрин тата апостолсен виҫӗ Ҫырӑвӗн авторӗ. I ӗмӗр вӗҫӗнче, христиансене пусмӑрланӑ тапхӑрта, Иоана ытти хӑш-пӗр ӗненекенсемпе пӗрле Патмос утравӗ ҫине яраҫҫӗ. Ҫавӑнта ӑна Турӑ, курӑну кӑтартса, малашне мӗн пулассине уҫса панӑ: Христос Чиркӗвӗ, вӑхӑтлӑха ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулин те, Турӑ пулӑшнипе тата Путек Юнӗпе тӗттӗмлӗх вӑйӗсене ҫӗнтермелле, вара ҫак тӗнчене «ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» текен лайӑхрах та ӗмӗрлӗх тӗнче ылмаштармалла. Хӑйне мӗн курӑннине Иоанн йӑлтах ҫырса хунӑ, тем тери йывӑр саманара та ӗненекенсем «Апокалипсиса» вуласа тӗреклӗх илеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Халала авалхи грек чӗлхипе ҫырнӑ, ӑна алӑ вӗҫҫӗн нумай-нумай хутчен ҫыра-ҫыра илнӗ. Ҫак сӑлтава пула грекла ҫырнӑ Ҫӗнӗ Халалӑн тӗрлӗрен ал ҫырӑвӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та уйрӑмлӑхсенчен чылайӑшӗ тӗп шухӑша улӑштармаҫҫӗ, авалхи ытти ал ҫырусемпе танлаштарсан, Ҫӗнӗ Халал тексчӗсем пӗр-пӗринчен ытлах уйӑрӑлса тӑмаҫҫӗ.
Чӑвашла куҫарӑвӑн тексчӗ вырӑсла Синод куҫарӑвӗн тексчӗ ҫинче никӗсленет. Ҫӗнӗ Халалӑн чи авалхи ал ҫырӑвӗсем хӑш-пӗр тӗлте Синод куҫарӑвӗнчен урӑхларах. Кунашкал чухне вулакансем текстсем хушшинчи уйрӑмлӑхсене сноскӑра тупма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Халал куҫарӑвӗнче вулакана пулӑшма сыпӑксене пӗчӗкрех пайсем ҫине уйӑрнӑ, вӗсене ят панӑ. Ҫак ятсем айӗнче, скобкӑра, ытти Евангелисенче тӗл пулакан пӗрешкелтерех вырӑнсене кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, сноскӑсенче хӑш-пӗр йывӑртарах сӑмахсене ӑнлантарса панӑ.
Кӗнеке вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Халал куҫарӑвӗнче тӗл пулакан, ӑнлантарма тивӗҫлӗ хӑш-пӗр чи кирлӗ сӑмахсемпе сӑмах ҫавӑрӑнӑшӗсене ӑнлантарса панӑ глоссарий пур. Кунта ҫакна асӑрхаттармалла: вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр сӑмахсен пӗлтерӗшӗ улшӑннӑ, словарьте вӗсен Ҫӗнӗ Халала ҫырнӑ вӑхӑтри пӗлтерӗшне илсе панӑ. Кӗнеке вӗҫӗнче ҫавнашкалах Ҫӗнӗ Халал вӑхӑтӗнчи Палестинӑпа Ҫывӑх Хӗвел тухӑҫ карттисене тата Библири ӗҫ-пуҫсем пулса иртнӗ вырӑнсен сӑн ӳкерчӗкӗсене илсе панӑ.
Лайӑх пахалӑхлӑ куҫару туса ҫитерме тата оригинал-текст шухӑшне тӗрӗс палӑртма куҫару темиҫе тӗрӗслев витӗр тухать. Библи текстне нумай чӗлхене куҫарнӑ май тӗрӗслев меслечӗсем ҫирӗпленсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Грекла текста ӑнлантарнӑ чухне чӑвашла куҫару (Библи куҫарӑвӗн институчӗн ытти кӑларӑмӗсем пекех) пӗтӗм тӗнчере йышӑннӑ стандарта пӑхӑнать. Хӑш-пӗр вырӑнта, текста темиҫе тӗрлӗ те ӑнлантарни тӗл пулнӑ чухне, пӗр вариантне кӑна суйласа илнӗ.
Ҫӗнӗ Халала икӗ пин ҫула яхӑн ӗлӗкрех ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтранпа ӑна тӗнчери йышлӑ тата вак ҫӗршер халӑх чӗлхине куҫарнӑ; Библие куҫарнӑ чӗлхесен шутӗнче чӑваш чӗлхи те пур. Сӑваплӑ Ҫырнине чӑвашла куҫарнин историйӗ самаях анлӑ. Чӑвашла куҫарнӑ христианлӑх кӗнекисем 1800-мӗш ҫултан пичетленсе тухма пуҫлаҫҫӗ, чӑвашла тӑватӑ Евангели вара 1820-мӗш ҫулта Хусанта кун ҫути курать. Кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗ анчахрах йӗркеленме тытӑннӑ пирки ку куҫарусенче нумай ҫитменлӗх тупма пулать ӗнтӗ, анчах та ҫакна манар мар: малтанхи чӑвашла Евангелие мӗн пур чӑваш прихучӗсене салатнӑ, ерипен пулин те, Библин тӗп ӑнлавӗсем йӗркеленме пуҫланӑ, чӑваш чӗлхи
чиркӳ чӗлхи те пулас ҫул ҫине тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак Евангели кивӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗ шутланать.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса каять. Ӑна пуҫарса яраканӗ – ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930 ҫҫ.). Вӑл 1873-1890-мӗш ҫулсенче Евангелин уйрӑм кӗнекисене чӑвашла куҫарса пичетлет. 1890-мӗш ҫулта вара тӑватӑ Евангели кун ҫути курать. Тулли Ҫӗнӗ Халал 1911-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте «Пирӗн Туррӑмӑр Иисус Христос хунӑ сӑмах» ятпа пичетленсе тухать. Ҫапла майпа, Иван Яковлевич Яковлев пархатарне пула, чӑвашсем Турӑ Сӑмахне тӑван чӗлхепе вулама пуҫлаҫҫӗ. 1872-1917-мӗш ҫулсенче чӑвашла тухнӑ христианлӑх кӗнекисен шучӗ 439 кӗнекене ҫитет, чӑваш чӗлхи чиркӳ чӗлхи те пулса каять. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар тата Чӑваш епархийӗнчи чиркӳсенчен ытларахӑшӗнче кӗлӗсене чӑвашла ирттереҫҫӗ.
Библие чӑвашла куҫарас ӗҫ XX ӗмӗр вӗҫнелле ҫӗнӗрен вӑй илет. Ку ӗҫре Библи куҫарӑвӗн институчӗн тӳпи питӗ пысӑк. Паянхи кунччен Библи куҫарӑвӗн институчӗ, репринтлӑ кӑларӑмсене шута илмесен, Сӑваплӑ Ҫырнин ҫак ҫӗнӗ куҫарӑвӗсене чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ: «Лука пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар» (1999 ҫ.), «Ырӑ Хыпар» (2001 ҫ.), «Ача-пӑча Библийӗ» (2006 ҫ.) тата ытт. те.
Ҫак ҫӗнӗ куҫарӑва эпир халиччен пичетленсе тухнӑ ытти куҫарусенчен чаплӑрах тесшӗн мар. Калӑпӑр, И. Я. Яковлев куҫарӑвне пурте аван пӗлеҫҫӗ, тивӗҫлӗ хак параҫҫӗ, унпа чиркӳсенче усӑ кураҫҫӗ. Сирӗн алӑри ҫак кӗнекене вара ятарласа килте вулама хатӗрленӗ; эпир паянхи вулакана Библире пытарӑннӑ пахаран та паха пуянлӑхпа хальхи литература чӗлхипе паллашма майсем туса парас терӗмӗр.
Библи куҫарӑвӗн институчӗ Ҫӗнӗ Халалӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе чылай ҫул хушши ӗҫленӗ куҫаруҫӑпа редакторсене тата ҫак текста пичетлесе кӑларма пулӑшакансене пурне те чун-чӗререн тав тӑвать.
Библи куҫарӑвӗн институтӗнче ӗҫлекенсем